Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхи эрни пуçланчĕ

«Чĕлхе хăйне туса хунă халăхпа çеç вилет. Çавăнпа халăха тăван чĕлхене манма хушни çав халăха манма хушнипе пĕрех»,- тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ  И.Я.Яковлев. 

       Ака уйăхĕн 19- мĕшĕнче  чăваш чĕлхи эрни пусланчĕ. Эрнене ирттерме ачасем валли тĕрлĕ мероприятисем хатĕрленĕ  шкулта. Чăн малтанах ачасемпе И.Я.Яковлев çинчен калаçусем иртрĕç.

Иван Яковлевича, чăваш тĕнчине çутта кăлараканне, пĕлмен çын çук та ĕнтĕ. И. Яковлев хăйĕн вăхăтри çынсене ырми-канми ĕçĕсемпе тĕлĕнтернĕ. Вăл чăваш çырулăхне шухăшласа кăларнă, халăх вĕрентĕвĕн ертӳçи, чăваш фольклорĕн тĕпчевçи, букварьсемпе чăваш кĕнекисен авторĕ, тăлмачă, пĕрремĕш ача-пăча писателĕ, литература  хаклавçи.  Гимназире вĕреннĕ чухне вырăс тата тулашри  классикăпа паллашнă.

Пурте И.Яковлев кĕнекисене вулама юратаççĕ. Ун калавĕсем çăмăллăн вуланаççĕ. Хăйĕн кĕнекисемсĕр пуçне вăл ют чĕлхерен те чăваш чĕлхине нумай кĕнеке куçарнă. Çавăнпа ăна çырулăх ăстаçи кăна мар, тата чăваш литературин ашшĕ теме юрать.

Иван Яковлев хăйĕн хайлавĕсене 19 ĕмĕрте çырнă пулин те паянхи кунччен те çивĕч ĕç тĕллевлĕ.

Калаçу вĕçĕнче ачасем:  «И. Я. Яковлев чăваш халăхĕн йывăр пурнăçĕ çинчен нумай шутланă, чăвашсене вĕрентесшĕн, çутта кăларасшăн пулнă. Тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç тунă»,- тесе пĕтĕмлетӳ турĕç.

Яковлев хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксен конкурсĕ итртрĕ шкулта. Çак конкурса пурте хаваспах хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене шкул грамотипе чысларĕç.

 

Фотогалерея