«Чăваш чĕлхине пĕлетĕн-и?» чĕлхе турнирĕ

«Чăваш чĕлхине пĕлетĕн-и?» чĕлхе турнирĕ

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче ачасем хушшинче дистант мелĕпе «Чăваш чĕлхине пĕлетĕн-и?» ятпа чĕлхе турнирĕ ирттертĕмĕр. Вĕренекенсем тĕрлĕ енлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Унти ыйтусем ачасем чăваш чĕлхине мĕнле шайра пĕлнине тĕрĕслеме май параççĕ. Пĕрре пăхсан ыйтусем йывăрах та мар пек, анчах та ачасем чылайччен шухăша кайса ларчĕç. Вĕсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç.