«Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!»

Ака уйăхĕн 22 – мĕшĕнче калаçăва эпир хамăр хуламăра халалларăмăр. Сăмах Шупашкар çинчен пычĕ. Пиртен кашниех çапла калама пултарать пулĕ: «Тăван хула – маншăн паха».

Шупашкар – чăваш халăхĕн тăван çĕр-шывĕн тĕп хули. Эпир Аслă Раççее чунран юрататпăр. Чăваш Ене те çав туйăмпах, иксĕлми хăватпа саватпăр. Анне пĕртен-пĕрре пулнă пек, тăван çĕр-шыв та темиçе мар. Эпир тĕнчене чăваш пулса килнĕ, Шупашкар вара – чăваш чĕри.

   «Шупашкар» ят историне темиçе тĕрлĕ ăнлантараççĕ. Акă пĕр тĕслĕх: «шупаш» - «чăваш»  сăмахăн варианчĕ, «кар» тени çирĕплетнĕ вырăна пĕлтерет, крепость пек япала пулать. Çапла вара «Шупашкар» чăвашсем пурăнакан хÿтĕ вырăна пĕлтерет.